Палăртнинчен ытларах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.05.2025, 15:17 Просмотров: 301

Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, тăватă уйăхра Чăваш енре çĕнĕ çурт-йĕре хута ярассипе кăçалхи планăн 45 процентне пурнăçланă ĕнтĕ. Ку енĕпе лидерсем - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Шупашкар тата Канаш округĕсем.

Январь-апрель уйăхĕсенче ку кăтарту 367,2 пин тăваткал метрпа танлашнă. Мĕнпур калăпăшран 232,9 пинĕшĕ уйрăм çурт-йĕр строительствине тивет, 134,3 пин тăваткал метрĕ - нумай хваттерлĕ çуртсем.

Каласа хăвармалла, пĕтĕмĕшле «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ йĕркипе республикăра кăçал 818 пин тăваткал метр çурт-йĕр çĕклесе хута яма пăхнă.

- Строительство секторне хавхалантарас тĕллевпе Чăваш ен «Пурăнмалли вырăнсенче инфраструктурăна аталантарасси» çĕнĕ федераллă проект йĕркипе те инфраструктура бюджет кредичĕсене тухăçлă усă курать. Виçĕ çулта ку укçа-тенкĕпе инженери инфраструктурин 32 объектне хута янă. 2025 çулхи планра - 16 объектри строительствăна вĕçлесси, - палăртнă Чăваш ен строительство министрĕ Владимир Максимов.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика