Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 5 пине яхăн, 9-мĕш класран тухакан 15 пин ача тытать.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев шкул ачисем хушшинче тĕрĕс наукăпа кăсăкланакансен шучĕ ÿснине палăртнă. Выпускниксен 21 проценчĕ, акă, физикăпа, 59 проценчĕ профильлĕ математикăпа экзамен тытать. Çавăн пекех биологи тата хими предмечĕсем популярлă. Çакă - регион Пуçлăхĕн хушăвĕпе пурнăçланакан естесствăлла наукăсене популяризацилес ĕç кăтартăвĕ.
9-мĕш класс пĕтерекенсен аттестат илес тесен вырăс чĕлхипе тата математикăпа тĕрĕслев ĕçĕ çырмалла. Тепĕр 2 предмет - ача кăмăлне кура.
ЕГЭ ирттерме пĕтĕмпе 5 пин йĕркелÿçĕ, 200 комисси членĕ, тата 300 ытла наблюдатель хутшăнать. Çĕнĕлĕхсем хушшинче - обществăлла наблюдательсен йышне ашшĕ-амăшне кĕртни тата çитменлĕхсем пирки QR-кодпа «Госуслуги» порталти платформăра пĕлтерме май пурри.
Экзамена ăнăçлă тытайманнисем ăна июлĕн 3-мĕшĕнче тата 4-мĕшĕнче тепĕр хут çырма пултараççĕ. Хушма тапхăр - авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнчен 23-мĕшĕччен. Ачасене психологи пулăшăвĕ парассипе «вĕри лини» ĕçлет.
Май 2025 |