Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта хисеплĕ ентешпе, отставкăри полковникпа Владимир Петрович Тихоновпа, интереслĕ тĕлпулу иртнĕ.
Сумлă хăна Вăрнарта çуралса ÿснĕ, Афганистанри çар хирĕçтăрăвĕсен, пограничник çарĕсен тата Патшалăх Хăрушсăрлăх службин ветеранĕ. Владимир Петрович шкул ачисене пограничниксен çарĕнче службăра тăнă вăхăт пирки каласа кăтартнă, хăйĕнпе пулса иртнĕ интереслĕ событисемпе, чикĕ хуралçисен паттăрлăхĕпе паллаштарнă. Тăван çĕршывăн чиккисене хÿтĕлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă вăл.
Юлашкинчен Владимир Петрович шкула контрразведка, пограничниксем тата афган вăрçи пирки кĕнекесем парнеленĕ. Вĕсем шкул библиотекин çÿлĕкĕнче тивĕçлĕ вырăн тупĕç. Шкулта вĕренекенĕм вĕсемпе кăсăклансах паллашма кăмăл турĕç. Иккĕлентермест, çак тĕлпулу ачасемшĕн Тăван çĕршыва юратма, унпа мăнаçланма, унăн историне хисеплеме хавхалантаракан событи пулчĕ. Вăл шкул ачисемшĕн нумайлăха асра юлĕ.
Хамăр инф.
Май 2025 |