Харпăр хăй ĕçне пуçарма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.05.2025, 13:27 Просмотров: 73

Чăваш енре «Защитники Отечества» патшалăх фончĕ тата «Мой бизнес» центр пĕрле хутшăнса ĕçлесси пирки килĕшÿ çырнă. Ку документ ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене тата вĕсен çемье членĕсене предприниматель ĕç-хĕлне пуçарса яма пулăшассипе çыхăннă.

Килĕшÿ майĕпе чи малтанах вĕрентÿ пуçарăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрма палăртаççĕ. Кăçал, акă, «Мой бизнес» центр харпăр хăй ĕçне уçма кăмăл пур ветерансене вĕрентме тытăнать. Финанссем тĕлĕшпе тата проектсене ертсе пырас, маркетинг енĕпе пĕлĕве ÿстерес программа «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ йĕркипе пурнăçланĕ. Çакă СВО участникĕсене кирлĕ хăнăхусене илме кăна мар, предприниматель ĕçĕн старчĕ валли патшалăх пулăшăвĕпе усă курма та май парать.

Республикăн Экономика министерстви те пуçарăва ырласа йышăннă. Ведомство ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Рафикова палăртнă тăрăх, СВО-на хутшăннисене экономика отрасльне явăçтарни - пуриншĕн те усăллă пулăм. «Çакă социаллă яваплăх та, аталану никĕсĕ те», - çирĕплетнĕ вăл.

Килĕшÿре палăртнă ĕç çывăх уйăхсенчех пуçланать. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ - тĕллевсене кура вĕрентÿ программисене йĕркелесси.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика