Пирĕн ачалăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.05.2025, 13:35 Просмотров: 81

Акă ĕнтĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул иртрĕ. Эпир те, вăрçă ачисем, 84-85 çула çитрĕмĕр. Çак çулччен пурăнатпăр тесе пирĕн вăхăтри ачасем нихăшĕ те шухăшлама пултарайман. Мĕншĕн тесен пĕчĕк-ренех выçăпа, сивĕпе, йывăр ĕçпе хуçăлнă.

Тырă вырнă, çурлапа кастарнă алăсене тăпра сапса çыхнă та малалла ĕçленĕ. Вăл вăхăтра эмелсем те, тухтăрсем те çителĕклĕ пулман. Утă-улăм пуçтарнă, силос хывнă колхоз выльăхĕсем валли, ферма витисенчен навуса уя турттарса купаланă. Утă çулнă чухне пирĕнтен кĕçĕннисем те, кĕрепле йăтма пултаракансем, пурте уйра ĕçленĕ. Çĕрулми кăларнă чухне хăш ачи ăна чĕрĕллех çиетчĕ - пĕçерме, киле илсе кайма ирĕк паман. Веçех силлесе илсе юлатчĕç хуралçăсем. Авăн çапнă, кĕлтисене йăтнă чухне куçа хылчăк кĕрсе тулатчĕ, мĕнле суккăрланман-ши çавăн чухне/

Тĕплĕнрех хаçатра.

Зоя БАРАНОВА

Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика