Эп палăк умĕнче тăратăп,
Шинелĕн аркипе пĕр тан.
Вăл хывнă каскине, куратăп,
Тен, эпĕ те кунта пуртан.
Чуралăхран пире хăтарнă,
Юнне тăкса, чунне парса.
Яланлăхах ÿтне хытарнă,
Чул постамент çине тăрса.
Пĕриншĕн вăл мăшăр пулнă, камшăн -
Атте, тăван, пичче...
Çухатнă сăнсене курасшăн,
Шыратпăр пурте ун çинче.
Паян сиксе анас пулсассăн
Хăй çăлнă çыннисем умне,
Чуптăвĕç сывламасăр ассăн
Тусанлă аттине унне.
Çак палăк умĕнче тăратпăр.
Ăна чыслать ватти, вĕтти.
Вăл - Улăп, Çĕнтерÿçĕ, Паттăр.
Ун чапĕ тÿпене çити.
Çулсем иртсессĕн те вуншарăн,
Сÿнми астăвăм ун çинчен.
Хĕмленĕ ĕмĕр шĕлкăваррăн
Çунса кашнин чун-чĕринче.
Геннадий КРАСНОВ.
Шăхаль
Июнь 2025 |