Пирус туртни пурнăçа кĕскетет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.05.2025, 13:37 Просмотров: 69

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ чĕлĕм туртнипе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун шутланать. Усал

йăлана пула кирек мĕнле органăн, уйрăмах ÿпкен, бронхсен, çăвар ăш-чиккин, пырăн, онкологи, чĕре чирĕсем аталанма пултараççĕ. Чĕлĕм мĕнлерех сиен кÿнине тата тăсма пулать.

Туртни - наркăмăш. Асра тытăр: чĕлĕм мăкăрлантарнипе тухнă сĕрĕм пирус туртман çынсене те сиенлет. Çавăнпа сигаретпа туслашмалла мар.

Пирус туртма пăрахас тесен çак сĕнÿсене пăхăнмалла: апата пайласа çимелле, рацион улма-çырлапа, пахчаçимĕçпе пуян пулмалла, уçă сывлăшра ытларах çÿремелле.

Малтанхи виçĕ кунра организм никотинран, унăн сиенĕнчен тасалать. Паллах, ÿслĕк аптратма, çын хăйне кăштах начартарах туйма пултарать. Çакă вăхăтлăха анчах. Артери пусăмне виçме ан манăр.

Сиенлĕ йăларан хăтăлма çăмăлах мар. Енчен туртăм вăйлă пулсан, тухтăртан пулăшу ыйтмалла.

Тĕллев лартсан, тăрăшсан сиенлĕ йăларан хăтăлма пулать. Кашнин сывлăхĕ харпăр хăй аллинче.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика