Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ 95 çул урлă каçрĕ. Çак тапхăрта вăл хими отраслĕнче хăватлă та пурнăçпа тан пыракан предприяти пулса тăчĕ. Ун сум-чапне çĕршыв тулашĕнче те палăртаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, юбилее завод ĕçченĕсем яланах Химик кунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал та çаплах. Паян «Август» парк пысăк уява йышăнать, ун программи питех те пуян. Икĕ пулăма çыхăнтарса «Çĕнтерÿ çулĕн» журналисчĕсем çак кунсенче завод директорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Владимир СВЕШНИКОВПА тĕл пулчĕç. Интервью уçă та кăмăллă калаçăва çаврăнчĕ. Владимир Васильевич предприяти аталанăвĕшĕн чăннипех те чĕререн çунни, тăрăшни кашни хураврах аван сисĕнчĕ. Унпа паллашма сĕнетпĕр.
Светлана ЧИКМЯКОВА: Владимир Васильевич, заводăн юлашки çулсенчи чи пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕ шутне мĕн кĕртнĕ пулăттăр тата мĕншĕн/
- Чи пĕлтерĕшли, паллах, заводра цехсене çĕнетсе улăштарни, çĕнĕ линисем хута яни, технологи оборудованине çĕнетни. Çавăн пекех ăшăпа, çутăпа, газпа тивĕçтерекен мĕнпур объекта реконструкцилени тата ытти те. Юлашки пилĕк çулта, каламалла, завод модернизацилеме палăртнă мĕнпур ĕçе вĕçленĕ.
Завод ял хуçалăх производителĕсем валли 140 тĕслĕ препарат туса кăларать. Кун пекки отрасльти урăх предприятире çук. Килти хушма хуçалăх тытакансем тата уйрăм çынсем валли вара - 200 ытла тĕс. Çакă та - курăмлă çитĕнÿ.
Тĕрĕссипе, эпир тухăçлă культурăсем çитĕнтерме пахалăхлă препаратсен тулли спектрĕпе тивĕçтеретпĕр. Ку та - тĕп кăтартусенчен пĕри. Çак çитĕнĕве вăрах вăхăтлăх тытса тăни те пĕлтерĕшлĕ. Ман шутпа, ку чи малтанах коллектив пĕрлĕхĕнчен килет. Паян Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче 840 çын тăрăшать. Вĕсем пысăк опытпа, квалификаципе уйрăлса тăраççĕ.
Пĕр сăмахпа, ăнăçу никĕсне производство хăвачĕ, персонал, продукцие ыйтни хывăнать.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Июнь 2025 |