2020 çул
Хăвăрт çулăмланакан шĕвексен участокне техникăпа пуянлатас тĕлĕшпе пĕрремĕш тапхăр вĕçленнĕ. 75 кублă 5 çĕнĕ резервуар çĕр айне вырнаçтарнă. Ку участока чĕртавар - хими веществисем - илсе килеççĕ. Çавăн пекех юсав мастерскойĕсем, административлă-йăла, склад пÿлĕмĕсем валли çĕнĕ çурт çĕкленĕ, шыв пăрăхĕ тата канализаци сечĕсем валли трубопроводсем хывнă. Çĕнĕ насус станцине хута янă.
2021 çул
Хăвăрт çулăмланакан шĕвексен участокне пуянлатас енĕпе иккĕмĕш тапхăр вĕçленнĕ. 1-мĕш насус станцийĕнче киввисем вырăнне çĕнĕ насуссем вырнаçтарнă. Вĕсем хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнассине туллин тивĕçтереççĕ. Кунсăр пуçне насуссен шутне виççĕрен пилĕке çити пысăклатнă.
Компрессор участокне çĕнетсе улăштарнă. Сывлăша типĕтмелли 4 çĕнĕ сепаратор тата ăна сивĕтмелли установка вырнаçтарнă.
Вăрнар поселокĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Совет Союзĕн Геройĕ С.И. Илларионов ячĕпе хисепленекен мемориал уçнă. Ăна «Август» Фирма пулăшнипе çĕкленĕ.
Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн Ĕç Мухтавĕн музейĕ реконструкци хыççăн уçăлнă. Унăн лаптăкĕ 270 тăваткал метра çити ÿснĕ, виçĕ хут пысăкланнă. 1930–2005 çулсенчи историне сăнлакан тăватă зал çумне тата тепре хушăннă. Палăртмалла, ку залта хальхи пурнăçпа паллаштаракан экспозицисем валли вырăн уйăрнă. Кунта мультимедийлă тата интерактивлă технологисене ĕçе кĕртнĕ.
«Химик-Август» футбол енĕпе 3-мĕш дивизионра Раççей первенствин кĕмĕл призерĕ пулса тăнă.
2022 çул
«Август» компани «Химик» стадионра нумай функциллĕ 2 хутлă çурт хăпартнă, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 705 тăваткал метр. Унта раздевалка, медицина, судьясен кабинечĕсем тата ыттисем пур.
«Химик» стадион сертификаци витĕр тухнă. Кунта икĕ тĕрĕслевпе пропуск пункчĕн строительствине вĕçленĕ. Икĕ хушма трибуна çĕкленĕ, кашнинче 500 вырăн, кĕнĕ çĕрте турникетсем, металлодетектор рамкисем вырнаçтарнă.
«Химик-Август» 2-мĕш лигăра ăмăртма пуçланă. 30 çула яхăн иртсен Чăваш ене професси футболĕ таврăннă.
2023 çул
Производство тата килти хушма хуçалăхĕсем ?ЛПХ% валли препаратсем виçсе чĕркекен цехра çĕнĕ лини хута кайнă. Шучĕпе - пиллĕкмĕш. Кунта 15-100 мл кĕрекен савăтсене ÿсентăрансене хÿтĕлемелли шĕвĕ препаратсем яраççĕ.
102-мĕш цеха тĕппипех модернизацилес ĕç вĕçленнĕ. «Камелот» гербицид чылай кăларма пуçланă. Çавăнпа та цехра çĕнĕ реактор - чĕртавар компоненчĕсене хутăштармалли 3,2 кублă метр савăт - лартнă.
2024 çул
Производство тата кил хуçалăхĕсем валли ?ЛПХ% препаратсем виçсе чĕркекен 106-мĕш цехăн корпусне хута янă. Лаптăкĕ 1500 тăваткал метр. Кунта ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хими препарачĕсене гранула евĕр кăларассине ĕçе кĕртнĕ. Çавна май талăкра 4,2 тонна гранула кăларакан çĕнĕ лини вырнаçтарнă. Кунсăр пуçне корпусра гранулăсене 10–300 грамлă полимер банкăсене тултараççĕ, пакетсене чĕркемелли 4 автомат лартнă.
Ăшă энергийĕн производствин цехĕнчи ДЕ-10-14 пăс хуранĕнче дизель топливине резерв вырăнне усă курмалли технологине хута янă. Çавна май котельнăй çумĕнче аварийлĕ топливăпа тивĕçтерме савăт вырнаçтарнă. Предприятие ăнсăртран газ пымасан çапла майпа теплоснабжени системине страхланă.
ВЗСП-ăн хастар ушкăнĕ ВДНХ-ри «Раççей» форум-куравра икĕ кун Чăваш ен стендĕнче регионпа чыслăн паллаштарнă. Юрă-ташăпа, «Мăнаçа тивĕçлĕ завод историйĕ» театрализациленĕ представленипе куракансене савăнтарнă. Завод ĕçченĕсем курава килнĕ ачасемпе хими опычĕсем ирттернĕ, çитĕннисене предприяти продукцийĕпе паллаштарнă.
Июнь 2025 |