Çакăн пирки эпир Вăрнар химикĕсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр
Екатерина АЛЕКСАНДРОВА,
кладовщик:
- Эпир мăшăрпа иксĕмĕр те Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, склад хуçалăхĕнче, вăй хуратпăр. Вăл погрузчик водителĕнче тăрăшать, эпĕ - кладовщикре. Паллă ĕнтĕ, пирĕн çемьен тĕп тупăшĕ ку предприятире ĕçленипе пухăнать.
Кăçал, акă, пирĕн çемьере телей хушăнчĕ - виççĕмĕш ача, Матвей ывăлăмăр, çут тĕнчене килчĕ. Çавна май завод уйăрнă тÿлев пирĕншĕн чăннипех те пысăк пулăшу пулса тăчĕ. Предприяти çемьере пепке çуралсан кашни работнике 200-шер пин тенкĕ тÿлевпе тивĕçтерет. Эпир иксĕмĕр те завод ĕçченĕсем пулнине кура пирĕн пулăшу виçи те икĕ хут нумайрах - 400 пин тенкĕ.
Тăван предприяти, ертÿçĕсем работниксене чăнах та хаклани, тĕрлĕ енлĕ хавхалантарни питĕ савăнтарать. Заводра ĕçлеме те питĕ кăмăллă. Ĕç условийĕсем аван, производство процесĕсене çирĕп йĕркеленĕ, коллектив та лайăх.
Тĕплĕнрех хаçатра
Июнь 2025 |