Цифрăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.05.2025, 13:53 Просмотров: 83

Зданисемпе сооруженисене тума, модернизацилеме тата реконструкцилеме 2025 çулта 282 миллион тенкĕ пăхнă.

2024 çулта тĕп капитала 183 миллион тенкĕ хывнă: вăл шутра зданисемпе сооруженисене çĕнетсе улăштарма 44 миллион тенкĕ, транспорт туянма 16 миллион тенкĕ, машинăсемпе оборудованисем туянма тата модернизацилеме - 123 миллион тенкĕ.

2022-2024 çулсенче «Август» Фирма Чăваш Республикинче 650 миллион тенкĕ инвестицисем хывнă.

Юлашки виçĕ çулта «Август» Фирма республика тата вырăнти бюджета пĕтĕмĕшле 1,3 миллиард тенкĕлĕх налуксем хывнă.

Ÿсентăрансене хÿтĕлекен препаратсене илес пулсан, вĕсен производстви ÿссех пырать. 2022 çулта - 15137, 2023-мĕшĕнче - 18364, 2024-мĕшĕнче 18928 тонна туса кăларнă, кăçалхи тăватă уйăхра - 8550 тонна.

Ĕç çыннисен шучĕ те пысăкланнă. 2022 çулта заводра 751 çын ĕçленĕ пулсан, паянхи куна 840 çын.

Вăтам шалу та ÿснĕ. Виçĕ çул каялла вăл 62 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçалхи тăватă уйăхра 88 пин те 803 тенкĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика