Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси тĕп вырăна тухрĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал хула тулашĕнчи, шкулсен çумĕнчи лагерьсенче, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче 73 пин ытла ача сывлăха çирĕплетĕ.
Уйрăм ушкăнсенчи - йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчи, Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ, çула çитменнисен комиссийĕсенче шутра тăракан ачасем валли ятарлă сменăсем пулĕç.
Профильлĕ сменăсем те ĕçлĕç - «Воин» центр, «Орлята России», «Лидеры ученического самоуправления», «Навигаторы детства», «Движение первых», «Время побеждать».
Вăрнар округĕнчи вунтăватă вĕренÿ организацийĕнче шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçлеме тытăннă. Округ администрацийĕн верентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене 929 ача çÿрет. Вăл шутран 55 ача - йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчен.
Хула тулашĕнчи лагерьсенче Вăрнар тăрăхĕнчи 120 ача канĕ.
Июнь 2025 |