Чăх-чĕп сывă пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.05.2025, 13:59 Просмотров: 86

Кайăк-кĕшĕк грипĕ -  хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ, ăна ирĕкри, уйрăмах вĕçсе килекен кайăксем сарас хăрушлăх пысăк. Вăл çынна та ерме пултарать.

Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсен чир паллисем вируспа сиенленнĕ хыççăн 3-5 кунран палăрма пуçлаççĕ. Вĕсем апат çиме пăрахаççĕ, пуçĕсене унталла-кунталла çавăраççĕ, мăйĕсем пĕкĕрĕлеççĕ, çынран хăрами пулаççĕ, урисем, хырăм айĕсем, киккирикĕсем шыçăнаççĕ, хуралса каяççĕ, ÿт температури ÿсет, сăмсинчен шĕвек юхать, куçĕсем пÿрленеççĕ, тепĕр чухне куç хупанкисем çыпăçсах лараççĕ. Ватă чăхсем чире йывăртарах ирттереççĕ, вĕсем вилме те пултараççĕ. Хур-кăвакалсем шывра ункă евĕр çаврăнаççĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Владимир МАТВЕЕВ,

ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика