Вăрнар ачисем республикăри «Жемчужинки Чувашии–2025» фестиваль-конкурсра палăрнă
Фестиваль кăçалхипе 26-мĕш хут иртнĕ. Вăл виçĕ тапхăра тăсăлнă. Конкурсăн тĕл-левĕ - тăван чĕлхепе тата Ю.Энтинăн, Э.Ханкăн, Гр.Гладковăн, А.Шагановăн юррисене юрласси.
Районти культура çурчĕн «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕн спутник-коллективĕсем унта хастар хутшăннă, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.
Алина Евдокимова ертсе пыракан «7Нот» эстрада ансамблĕ Э.Ханкăн «То ли еще будет» юррипе тухнă. Çурмафиналта вăл 2-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă.
«Радуга» хор ?ертÿçи А.Евдокимова, концертмейстерĕ А.Алексеева% финалта 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Çак кунсенче хор Кÿкеçре иртнĕ фестивалĕн гала-концертне хутшăннă. Ун вăхăтĕнче ачасене çĕнтерÿçĕ Дипломĕпе чысланă.
Çавăн пекех вĕсем Раççей барчĕпе, композиторпа, искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе Григорий Гладковпа паллашнă. Шупашкара вăл конкурс финалне ятарласа килнĕ. Ачасемпе артист хаваспах совет мультфильмĕсенчи юрăсене шăрантарнă.
Коллектив ертÿçи Алина Евдокимова та тимлĕхсĕр юлман. Вăл Шупашкар муниципаллă округĕн Тавне тивĕçнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июнь 2025 |