Çитĕнÿсемпе палăрчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2025, 09:35 Просмотров: 328

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Санарпуç шкулĕнчи агрокласри 10-11-мĕш класри ачасем те 2024Ÿ25 вĕренÿ çулне аван паллăсемпе тата пысăк çитĕнÿсемпе вĕçлерĕç.

Агрокласра пĕлÿ пухакансен физика, биологи, математика предмечĕсене тарăннăн тата тÿлевсĕрех вĕренме май пур. Преподавательсем йывăр ĕçсене, ЕГЭ-ре тĕл пулакан задачăсене шутлама хăнăхтараççĕ.

Кăçал 11-мĕш класран 5 çамрăк тухать. Вĕсем агрокласра вĕреннине çирĕплетекен сертификатсем илчĕç. Ку документ вĕренме кĕнĕ чухне хушма 10 балл парать тата студентсем çур çул 5 пин стипенди илсе тăма пултараççĕ.

10-мĕш класра вĕренекенсем те агрокласра тăрăшса пĕлÿ пухаççĕ. Стена хаçачĕсем интересленсе кăларчĕç. Университет ирттерекен тĕрлĕ олимпиадăсене, квестсене, проектсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăраççĕ. Май уйăхĕнче республикăра 3-мĕш хут иртнĕ агробизнеса аталантарассипе «Переход от идеи к рынку, коммерциализация технологий АПК» проекта хастар хутшăнчĕç. Бизнес-плансене çырма шкулти педагогсемпе ял хуçалăх университечĕн преподавателĕсем пулăшрĕç. Вĕренекенсем ĕçсене яваплăха туйса тĕплĕн хатĕрленчĕç. Анна Никифорова «Кролик ĕрчетесси» бизнес-планпа 1-мĕш вырăн, Даниил Курсов «Пыл ферми» бизнес- планпа 2-мĕш вырăн, Анастасия Семенова «Шăнтнă çимĕçсем» бизнес-проектпа 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Дипломсене, хаклă сертификатсене тивĕçрĕç.

Агрокласра илнĕ пĕлÿ вĕренÿре пулăшать.

Ирина СЕМЕНОВА

Санарпуç

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика