Кăмăллă тĕлпулу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.06.2025, 09:35 Просмотров: 428

Аслă ÿсĕмри çынсем пухăнса тĕл пуласси хальхи вăхăтра çĕнĕлĕх мар. Вăрнар тăрăхĕнче Центр Социаллă фондăн уйрăмĕн клиентсен пайĕнче вырнаçнă.

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун умĕн Центрта асаннесемпе кукамайсем хăйсен мăнукĕсемпе пухăнчĕç. Тĕлĕнмелле пултаруллă пĕчĕк шăпăрлансем. Пĕр-пĕрин хушшинче тĕрлĕ вăйă ирттертĕмĕр. Шашкăлла тата шахматла выляма та ăста.

Ачасене пултарулăхшăн, аслисене çак мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Сăвăсемпе, юрăсемпе савăнтарчĕç.

Антонина ФИЛИМОНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика