Пурте ăнланатпăр, вăрçă-харçă шелсĕр. Чи маттуррисен, харсăррисен, çынлăх туйăмĕ вăйлисен пурнăçне вăхăтсăр татать. Вĕсем çĕршыв ăнăçлăхĕшĕн, мĕнпур халăх ырлăхĕшĕн тÿленĕ хак чăнах та нимпе виçейми пысăк.
Вăрнар каччи, Михаил Валерьевич Самаров хастар офицер та ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа пĕлтĕрхи октябрьте пуçне хунă. Командовани, çарти юлташĕсем палăртнă тăрăх, Михаил яланах хăюлăхпа, тĕрĕслĕхпе уйрăлса тăнă, офицер чысне яланах çÿлте тытнă, ыттисене хăй хыççăн ертсе пынă. Çар службинче палăрнăшăн, патриотлăхшăн, çĕршыв интересĕсен хÿтĕлевĕнче хăйне шеллемесĕр çирĕп тăнăшăн Самаров гварди капитанĕ пĕрре мар сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Икĕ хутчен Хăюлăх орденне, «За боевые отличия», «За укрепление боевого содружества», «Участнику специальной военной операции», «За службу в военной разведке» медальсене.
Унчченхи кĕçнерникун вара ЗАГС пайĕн залĕнче Михаил Самарова астуса, вăл тивĕçнĕ тепĕр пысăк наградăпа чыслассипе торжествăлла церемони иртрĕ. Раçç-ей Президенчĕн Указĕпе пирĕн мухтавлă ентеше виççĕмĕш хут Хăюлăх орденĕпе палăртма йышăннă. Хисеплĕ патшалăх награди текех паттăр офицерăн çемйинче упранĕ: ордена Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Димитрий Осипов Михаилăн мăшăрне Виктория Олеговнана тата пĕчĕк ывăлне Кирила пачĕ.
«Михаил офицер ятне нихăçан та ÿкермен. Вăл - пирĕн мухтав, çĕршыв мăнаçлăхĕ. Маншăн вăл уйрăмах çывăх, ăна шăллăм вырăнĕнчех шутлатăп. Унăн наградине сире пама пултарни маншăн пысăк чыс», - палăртрĕ вăл. Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова та хамăр паттăр ентешпе виçесĕр мăнаçланнине, ăна пурте ĕмĕр асра тытассине çирĕплетрĕ. Вĕсем Михаилăн ашшĕ-амăшне - Валерий Вениаминовичпа Алина Георгиевнана та - ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç, тивĕçлĕ ывăл, çĕршывăн чăн хÿтĕлевçине ÿстернĕшĕн чунтан тав турĕç.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Июнь 2025 |