Чăваш ен тулаш суту-илÿ çыхăнăвĕсене çирĕплетсех пырать. Ку енĕпе аталану ÿсĕмлĕ пынине Олег Николаев, республика Пуçлăхĕ, Хусан хулинче «Волга-Янцзы» регионсем хушшинчи ĕçĕн Канашĕн ларăвне хутшăннă хыççăн та пĕлтернĕччĕ.
Каласа хăвармалла, Атăлçи федераллă округĕн регионĕсем тата Китайри Янцзы тăрăхĕ хушшинчи ĕçлĕ хутшăнусен ку форматне Раççей Президенчĕн хушăвĕпе пурнăçласа пыраççĕ.
Аса илтеретпĕр, «Волга-Янцзы» форматпа унчченхи çулсенче Чăваш Республикипе Чунцин хулипе ?2014 ç.%, Сычуань ?2014%, Аньхой ?2016%, Хубэй ?2017%, Хунань ?2019%, Цзянси ?2019% провинцисемпе килĕшÿсем çырнă. Паянхи куна республикăпа Гуйчжоу провинцийĕ те пĕрле хутшăнса ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пусма хатĕр ĕнтĕ.
Палăртмалла, 2024 çулта Чăваш енпе КНР хушшинчи тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ 268,8 млн долларпа танлашнă. Хамăр республикăран Китая ăсатакан тĕп таварсен шутĕнче: аш-какай тата аш субпродукчĕсем ?53,3:%, тырпултан, çăнăхран хатĕрленĕ продуктсем ?24,7:%, какао тата ун продукчĕсем ?15,8:%, сахăртан кондитер изделийĕсем ?2,2:%, органикăллă хими пĕрлешĕвĕсем ?2,1:%. Сăмахран, Чăваш ен Китая чăх ашне ?урисене% ?ООО «Юрма»% тата кондитер изделийĕсене ?тĕп поставщиксем - «Акконд» ?98:% тата «Вавилон»% ăсатать. 2024 çулта чăх ашĕн экспорчĕ 5,56 пин тоннăпа танлашнă, кондитер изделийĕсен - 2,18 пин тоннăпа.
Ирина ПЕТРОВА
Июнь 2025 |