Пурнăçран хакли çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.06.2025, 09:37 Просмотров: 22

Çулла пуçланчĕ кăна, шыв-шур çинче инкеклĕ тĕслĕхсем вара, шел те, кĕттермерĕç. Çăлав службин информацийĕ тăрăх, юлашки вăхăтра кунашкал темиçе синкер те пулнă. Шар курнисем хушшинче - çамрăксем те.

Çакна иртнĕ уйăх вĕçĕнче çанталăк шăрăх тăнипе, халăх пĕвесемпе кÿлĕсем, юханшывсем çывăхнелле туртăнма тытăннипе ăнлантараççĕ. Çынсем çуллахи ăшă кунсем тинех çитнишĕн, çутçанталăк ытамĕнче канма май пурришĕн савăнаççĕ, анчах хăрушсăрлăх мала тухмалли çинчен темшĕн манаççĕ.

Лару-тăру кăткăсланнине иртнĕ планеркăра республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та палăртнăччĕ. Вăл муниципалитетсен пуçлăхĕсене, уйрăмах яллă тăрăхсенче, шыв-шур хĕрринче хăрушсăрлăх мерисене çирĕплетме хушнă. Çынсене, çав шутра çула çитменнисене те, асăрханулăх правилисене аса илтерессине вăйлатмаллине каланă. «Кунашкал инкексем урăх ан пулччăр тесе мĕнпур çитменлĕхсене сирмелле. Сăмах çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ пирки пырать. Пурин те сыхă пулмалла», - палăртнă вăл.

Хăрушă тĕслĕхсем пирки калас-тăк, акă, малтанах Атăл юханшывĕн сылтăм çыранĕнче, шлюз каналĕнче, 49-ти Çĕнĕ Шупашкар çынни путса вилнĕ. Ку вырăнта шыва кĕме юрамасть. Çак чарăва пăхăнманни хакла ларнă та уншăн: арçын виллине шывран водолазсем туртса кăларнă. Ун хыççăнах Канаш округĕнче тепĕр синкер çырăннă: пĕр ял çумĕнчи пĕвере Канашри 17-ри çамрăкăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Ун кĕлеткине те çăлавçăсем шыв тĕпĕнчен тупса кăларнă. Çавăн пекех Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕ Улатăрти 12-ри хĕрача тĕлĕшпе те шырав ĕçĕсем иртнине пĕлтерет. Вырсарникун кăнтăрла хĕрача тантăшĕсемпе пĕрле Сăр юханшывĕ хĕрне шыва кĕме кайнă. Ăшăх вырăнтах ишнĕскер, кĕтмен çĕртен шыв айне кайнă та çухалнă-мĕн. Ахăртнех, тĕпĕ тăрук тарăнланнă çĕре лекнĕ. Хĕрачан виллине темиçе кунтан кăна тупма пултарнă.

МЧС сотрудникĕсем асăрхаттараççĕ: инкексем, тĕпрен илсен, хăрушсăрлăх правилисене тимлĕхе хуманнипе, вĕсене пăснипе тухаççĕ. Ятарласа хатĕрлемен, шанчăксăр вырăнсенче шыва кĕнипе, ÿсĕрле пĕве-юханшывсене кĕнипе, ачасем хăйсем тĕллĕн, аслисен асăрхавĕсĕр ишнипе. Çавăнпа та шыв-шур çывăхĕнчи кану вăхăтĕнче тимлĕх темиçе хут нумайрах кирлĕ:

Водолазсем тĕпне тĕрĕсленĕ, хăрушсăр вырăнсенче кăна шыва кĕме юрать.

«Ишме юрамасть!» текен паллă пур-тăк, ку вырăн хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермест. Унран аякран иртĕр.

Енчен те эрех ĕçнĕ-тĕк - çыран хĕрринче канăр. Алкогольпе шыв-шур çывăхĕнче шÿтлеме юрамасть. Чылай инкек шăпах та ÿсĕрсем çăмăлттайланса-паттăрланса ишнипе тухать.

Пĕве-кÿлĕ, юханшыв хĕрринче пĕр самант та ачасене куçран ан вĕçертĕр - вĕсем пĕрмаях асăрхавра пулмалла.

Этем пурнăçĕ - чи пысăк тупра, унран хакли нимĕн те çук. Çавăнпа та хăвăра, çывăх çыннăрсене упрăр. Сирĕн хăрушсăрлăх - сирĕн алăра!

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика