Ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тĕрлĕ пулăшу мерисемпе тивĕçтереççĕ. Çав шутра - тÿлевсĕр çĕр участокĕсемпе те. Шупашкарта çак тĕллевпе Заволжьере лаптăксем уйăрнă.
Тÿлевсĕр çĕр участокĕсене Раççей Федерацийĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ е Раççей Федерацийĕн орденĕпе наградăланă, çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕ ята илнĕ СВО участникĕсен е вилнĕ пулсан вĕсен çемье членĕсен илме право пур. Çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче регистраци пулмалла. Заявленисене хулари тата муниципалитетсенчи нумай функциллĕ центрсенче йышăнаççĕ.
«Республикăра ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшас тĕллевпе чылай ĕç-хĕл пурнăçланать. Вĕсем çар çыннисен мирлĕ пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ. Чăваш енри нумай функциллĕ центрсенче СВО-на хутшăннă пирки справка илме май пур. Малтан ăна илме çар комиссариачĕпе çар чаçне ыйтса ямалла пулнă. Халĕ документсене кĕске вăхăтра йĕркелеме пулать, çавна май федераллă тата регионти пулăшу мерисене тивĕçме ансатрах», - палăртнă Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Дмитрий Краснов.
Июнь 2025 |