Пурнăçран уйрăлса кайнă тăванăмăрсемпе çывăх çыннăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна тасалăхра тытасси - пирĕн, чĕррисен, тивĕçĕ.
Ял тăрăхĕсенчи масарсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлени çынсен яваплăхĕнчен нумай килет.
Хураçырмасем хăйсен çывăх çыннисемпе тăванĕсен вилтăприйĕсене тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ. Масар территорине хăтлăх кĕртессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
- Пирĕн пурсăмăрăн та пурнăçран уйрăлса кайнă тăванăмăрсене асра тытмалла, çавăнпа та çак ырă ĕçе йышпа хутшăнни аван. Сăваплă вырăна пăхса-тасатса тăни – пархатарлă, – теççĕ ял-йышра.
Ытти территори пайĕсен администрацийĕсем те пĕлтерĕшлĕ ĕçе халăха ытларах явăçтарма тăрăшаççĕ.
Ыран таса уявсенчен пĕри – Çимĕк. Çынсем çак кун е маларах çăва çине кайса ваттисене асăнаççĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Июнь 2025 |