Олег Николаев: «Акатуй» - чăвашсен пĕрлĕхĕн палли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.06.2025, 09:42 Просмотров: 19

Виççĕмĕш çул харăс Раççейĕн тĕп хулинче пĕтĕм чăвашсен «Акатуйĕ» анлăн иртĕ. Пысăк уява йышăнаканĕ унчченхи пекех ВДНХ пулĕ. Мускав çыннисемпе ун хăнисем кăçал та чăваш культурипе йăли-йĕркисен пуянлăхĕпе, унсăр пуçне республикăн паянхи çитĕнĕвĕсемпе те паллашма пултарĕç. Çакăн çинчен Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.

- Июлĕн 6-мĕшĕнче ВДНХ-ра пухăннисене пурне те чăн-чăн уяв парнелĕпĕр. Пурте пухăнса шествине тухăпăр, хамăрăн халăхăмăрăн наци апат-çимĕçĕпе хăналăпăр, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшакансене те хавхалантарса пырăпăр. Çавăн пекех праçникре Чăваш юрăпа ташă ансамблĕ, фольклор коллективĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Уявăн тĕп пулăмĕ вара пурте «Туслăх фонтанĕ» умĕнче пĕрлехи вăйă картине пĕрлешни пулĕ, - палăртнă Олег Николаев.

Наци «Акатуйĕ» - чăвашсен пĕрлĕхĕн, вăйĕн палли. Çакăн пек курăмлă мероприятин пĕр пайĕ пулни, пирĕнтен кашниех хамăрăн йăла-йĕркесене упраса хăварассинче тĕп вырăн йышăннине ăнланни - чăннипех те уйрăм чыс. «Мĕнпур ентешсем, тус-юлташсем, пирĕн республикăпа ун культурине юратакансем «Акатуй» уявĕнче пĕрле пуласчĕ», - йыхравланă регион Пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика