Олег Николаев, республика Пуçлăхĕ, пуçарнипе Чăваш енре «Яркое лето Чувашии» ятлă çĕнĕ социаллă проект старт илнĕ.
- Пирĕн республика пурнăçĕ тĕрлĕ событисемпе - концертсемпе, куравсемпе, спорт турнирĕсемпе, халăх уявĕсемпе пуян. Кашни çыннах хăйне килĕшекеннине, кăмăла каяканнине суйласа илме пултарать. Анчах кулленхи информаци юхăмĕнче кирлине шыраса тупма йывăртарах. Çавăнпа та эпир çĕнĕ социаллă проект - «Яркое лето Чувашии» - пуçарса ятăмăр. Вăл - пĕлтерĕшлĕ спорт тата культура мероприятийĕсен пĕрлехи календарĕ, канăва малтанах планласа хума тата ăна усăллă, лайăх кăмăлпа ирттерме, тăван енри çĕнĕ вырăнсене çитсе курма пулăшĕ. Туристсемшĕн вара пирĕн республикăпа паллашмалли шанчăклă çăлкуç пулĕ. Июнь уйăхĕнче иртекен мероприятисен афиши пур. Проекта пурнăçланă май кĕçех ятарлă сайт ĕçе кĕрĕ. Унта онлайн режимпа кăсăклă событисем пирки пĕлме май пулĕ.
«Яркое лето Чувашии» проект йĕркипе республикăра Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă мероприятисем анлă иртнĕ. Культурăпа кану центрĕсем вĕсене пурĕ 400 ытла йĕркеленĕ. 30 пин ытла çын канмалли кунсене тулли кăмăлпа, çемьепе пĕрле хавас ирттернĕ. Вăрнарти культурăпа кану паркĕ те çак кун ачасен савăнăçлă сассисемпе тулнă. Кунта пухăннисем квестсемпе конкурссене хутшăннă, уяв концертне, мультфильм курса киленнĕ. Çуллахи кунсем кашнинех асра юлмалли телейлĕ самантсем парнелеччĕр.
Июнь 2025 |