Уявра пĕрле пухăнчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2025, 09:46 Просмотров: 26

Кашни çулах пограничниксем пур çĕрте те хăйсен кунне уявлаççĕ.

Малтикас Ялтăра ялĕнче те май уйăхĕн 28-мĕшĕнче чикĕ хуралĕнче тăнă пограничниксем клубăн йывăçлă, илемлĕ картине сахаллăн пулсан та пуçтарăннă. Уйкас Ялтăра ялĕнчен Сергей Алексеев, Малтикас Ялтăраран Владимир Тихонов, Кăмпалтан Игорь Родионовпа Николай Александров тата халĕ Шупашкарта пурăнакан, хăй вăхăтĕнче Камчаткăра туллă-сăртлă вырăнта службăра тăнă Леонид Алексеев. Икĕ çăмăл машина çине пограничниксен ялавне çакнă.

Пĕр-пĕринпе тĕл пулса, иртнине аса илсе, вăхăта савăнăçлă ирттерчĕç чикĕ сыхлавçисем. Пограничниксене хĕсметре тăма çăмăл пулман. Вĕсенчен ытларахăшĕ халĕ 60 çул урлă каçнă. Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ, хирĕçтăру чарăнасса, пурте мирлĕ пурнăç пуласса шанаççĕ.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика