Вăрнар тăрăхĕнче паянхи ăрăва йăх-несĕлсен авалхи пурнăçĕпе паллаштаракан, историне «алăк уçакан» тепĕр паллă вырăн тупса палăртнă. Вăл Аçăмçырми ялĕ çывăхĕнче, ăна малтанхи «тимĕр» ĕмĕрĕ вăхăтĕнчи хулаш ?городище% тесе шутлаççĕ.
Аваллăх палăкне уçни ăнсăртран мар. Хăйсен шухăшĕсене çирĕплетес тесе археологсем тĕплĕ шыравсем ирттернĕ. Çавна май Аçăмçырми ялĕ патне май уйăхĕнче археологи экспедицийĕ килсе çитнĕ. Ученăйсен ушкăнне Историпе культура палăкĕсен сыхлавĕн Пĕтĕм Раççейри обществин регионти уйрăмĕн председателĕн заместителĕ Сергей Краснов ертсе пынă. Археологи шыравĕсене ку организацин председателĕ Михаил Прокопьев тата Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ Евгений Михайлов та хутшăннă.
Археологсем тĕпченĕ объект - тÿрĕ те ансăр, çийĕ çеремленнĕ сăмсах. Авалхи хула вырăнĕнче тупнă япаласем те ученăйсен шухăшĕсене çирĕплетеççĕ. Йăваласа тунă керамика ванчăкĕсем тата ухă йĕппин шĕвреки шăпах та малтанхи «тимĕр» ĕмĕрĕнчен.
Каласа хăвармалла, май уйăхĕн 28-мĕшĕнче ку аваллăх палăкне тупса палăртнă культура еткерĕн объекчĕсен переченьне кĕртнĕ.
Екатерина ЕГОРОВА,
«Культура еткерĕн сыхлавĕ енĕпе
тимлекен патшалăх центрĕ» учрежденин эксперчĕ
Июнь 2025 |