Арçыннăн, сывă пурнăçпа пурăнас тесен, кулленех спортпа туслă пулмалла, уйрăмах - ытларах утмалла. Кун тăршшĕпе нумай хускалнинчен простатăри ?предстательная железа% юн çаврăнăшĕ, япаласен ылмашăвĕ мĕнле пулни килет. Кунсăр пуçне купарча тĕлĕнчи мышцăсем пĕрĕнни простатăна массаж евĕр витĕм кÿрет.
Мĕнпур орган ?уйрăмах ар органĕсем% йĕркеллĕ ĕçлетĕр тесен арçыннăн тĕрĕс апатланмалла. Çапла майпа ар гормонĕсем патне «строительство материалĕ» çителĕклĕ лекет. Акă мĕншĕн апатра çу, белок тата углевод кирлĕ чухлĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пулăшнипе арçыннăн тĕп гормонĕ - тестостерон - пулать. Пÿре, шăк хăмпи, шăк çулĕ, ытти орган лайăх ĕçлеччĕр тесен шыв та çителĕклĕ ĕçмелле: кунне 2 литртан ытларах.
Тĕплĕнрех аçатра.
Николай ЯКОВЛЕВ,
Хирург
Июнь 2025 |