«Броневик» хуçалăха - 95 çул!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2025, 09:47 Просмотров: 562

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Броневик» хуçалăх хăйĕн 95 çулне паллă тăвать 

Ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕ 1926-1930 çулсенче питĕ çивĕч тăнă. Совет республики ку отрасле çĕклеме, колхозсем йĕркелеме 25 пин çынна ялсене янă. Вĕсенчен иккĕшĕ Кивьял Нурăспа Услапа Нурăса килнĕ. Ял пухăвĕнче колхоз пуçлăхĕ пулма Алексей Ермолаевич Сорокина, бригадирне Григорий Колягина çирĕплетнĕ. 1930 çулхи çуркунне 11 çемье 6 пар лашапа уйсене сухаласа акса хăварнă. Тырă ăнса çитĕннĕ. Çавна кура тепĕр çулне халăх йышлăн колхоза кĕрет.

Çав вăхăтра тимĕрçĕ лаççинче Григорий Васильевич Сорокинпа Николай Кондратьевич Кондратьев ĕçлеççĕ. Павел Музяковпа Кондратий Давыдов утарта 50 вĕллене çитереççĕ. 1932 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне колхозра 104 хуçалăх пулнă.

Тĕплĕнрех аçатра.

Галина КРОТКОВА,

хуçалăх ертÿçи

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика