Пĕрлехи патриотла ĕç-хĕл Вăрнар тăрăхĕнче вăхăтлăха та чарăнса тăмасть. Ятарлă çар операцийĕнче çапăçакансене пулăшас тĕллевпе йĕркеленнĕ пĕрлĕх вăйлансах, çирĕпленсех пырать.
Иртнĕ эрнере те, акă, вăрнарсем Запорожье енне республикăри пĕрлехи гуманитари грузне ăсатма тÿпе хывнă. Салтаксем валли волонтерсем вырăнти маçтăрсем çыхнă маскировка сеткисене, шкул ачисем хатĕрленĕ типĕ «душсене», апат-çимĕç продукчĕсене, аялти кĕпе-йĕм пуххисене, уйрăм посылкăсене тата ыттине тиесе янă. Каламалла, гуманитари пулăшăвне пухма округ çыннисем, вĕрентÿ учрежденийĕсем уйрăмах нумай тăрăшнă.
Яланхиллех Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн пулăшăвĕ курăмлă. Предприяти салтаксене блиндажсем тума пулăшма хăй шутĕнчен йывăç материалĕсемпе, унсăр пуçне шыв тытмалли пысăк савăтсемпе тивĕçтернĕ.
Çавăн пекех ZOV Вурнары ыркăмăллăх ушкăнĕ Андрей Андреев волонтера пысăк пулăшушăн тав тунине уйрăммăн палăртать. Вăл пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ фронтри салтаксен ыйтăвĕсене татса пама тÿпе хывать. Хальхинче те вăл мунча кăмакипе, шыв савăчĕсемпе, ыттипе тивĕçтернĕ.
Округ çыннисем çапăçу хирĕсенчи боецсен нуши-ыйтăвĕсене чĕре патне йышăнни, пулăшма тăрăшни - чăннипех ырă пулăм. Пĕтĕм халăхăн пĕрлĕхĕ - пулас Çĕнтерĕвĕн никĕсĕ!
Июнь 2025 |