Вăрнар район больници «МАММОСКАН 2 М» çĕнĕ цифра маммографĕпе пуянланнă. Ку аппарата Олег Николаев, республика Пуçлăхĕ, хушнипе тата «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вырнаçтарма май килнĕ.
Çĕнĕ технологиллĕ аппарата пула кăкăр чирĕсене маларах тупса палăртасси тата эффективлăрах пулĕ. Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин палăртнă тăрăх, çĕнĕ оборудовани пысăк пахалăхлă диагностика тата сиплев ирттерме май парать. Çĕнĕ маммографа пула кăкăр шыççине малтанхи тапхăрта тата чир палăричченхи сиенлĕ улшăнусене 1,5-2 çул маларах курма пулать.
Маммографи - кăкăр парĕсене рентген мелĕпе тĕпчени. Вăл усал шыçăна тупса палăртмалли эффективлă мелсенчен пĕри шутланать. Çак процедура кăкăр ракĕпе вилекенсен шутне 35 : таран чакарма пулăшать. Тухтăрсем 40-рен иртнĕ хĕрарăмсене маммографие 2 çулта пĕр хутчен тухма сĕнеççĕ.
Июнь 2025 |