Ăсталăхĕ - çÿллĕ шайра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2025, 09:49 Просмотров: 30

Тĕлĕнмелле те, çакăн пек хăйнеевĕрлĕ професси те пур иккен - ĕнесен «педикюрщикĕ». Ăна ятарласа вĕрентеççĕ, ку специалистсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче шутлă кăна. Мĕншĕн тесен мăйракаллă шултра выльăхăн чĕрнисене касса тирпейлесси те - чăн-чăн ăсталăх.

Ку ĕçре те чи маттуррисем, чи пултаруллисем пур. Çĕршыври чи лайăх специалистсене, акă, нумаях пулмасть Красноярск крайĕнче пулнă ял хуçалăх фестивалĕнче палăртнă. Професси ăмăртăвĕ чăннипех хĕрÿ иртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх ортопечĕсем пĕтĕмпе вунсаккăрăн тупăшнă: Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, унсăр пуçне Белоруссинчен тата Казахстанран.

Чи ăста «педикюрщиксене» вара опытлă маçтăрсем тата çамрăк специалистсем хушшинче уйрăммăн суйланă. Иккĕмĕш ушкăнра, акă, çамрăк участниксенчен, пуринчен вăйлисем камсем тетĕр - Вăрнар студенчĕсем! Шăпах вĕсене - Максим Егоровпа Семен Савельева - выльăх-чĕрлĕх ортопечĕсен регионсем хушшинчи конкурсĕнче Чăваш ен чысне хÿтĕлеме шаннă. Тĕрĕссипе вара, вĕсем тивĕçлĕ хÿтĕленĕ кăна мар, сумлă конкурсăн çĕнтерÿçисем пулса тăнă: Максим - пĕрремĕш, Семен виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чăннипех те маттурсем! Профессире малтанхи утăмсем тăвакан специалистсемшĕн çакă - питĕ пысăк çитĕнÿ.

Каламалла, пултаруллă каччăсем Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренеççĕ, «Ветеринари» специальноçĕ енĕпе пĕлÿ илеççĕ. Конкурса хутшăнни хăйсене професси ăсталăхне татах та ÿстерме, çĕннине нумай пĕлме пулăшнине палăртаççĕ вĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика