Çемьесене пулăшма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2025, 09:49 Просмотров: 29

Олег Николаев, республика Пуçлăхĕ, пуçарнипе Чăваш енре 10 социаллă учрежденире виçĕ çулчченхи ачасене кĕске вăхăта хăвармалли ушкăнсем тата тин çуралнă пепкесем валли прокат пункчĕсем уçăлчĕç.

Вĕсем Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Куславкка хулисенче тата Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă. Кунта ашшĕ-амăшĕ ачана кирлĕ япаласене тÿлевсĕрех илме пултарать. Ку йышра краватьсем, кÿмесем, ачана кипкепе чĕркемелли тата апат çитермелли сĕтелсем, шыва кĕртмелли ваннăсем, автолюлькăсем, ытти чылай хатĕр пур.

Виçĕ çула çитмен ачана кĕске вăхăтлăха хăвармалли ушкăн ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк пулăшу. Специалистпа калаçа татăлса кунта ачана икĕ сехетрен пуçласа ултă сехет таран хăварма май пур. Пĕр ушкăнра çичĕ ача пулма пултарать. Ачапчана учрежденире хăварма та, специалиста киле чĕнсе илме те пулать.

Пулăшу мерисем «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллăн пурнăçланаççĕ. Чăваш Республики çураласлăха ÿстерме федераллă бюджетран 780 млн тенкĕ илнĕ.

«Регионти кашни çемьене пулăшу мерисемпе тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир ашшĕ-амăшĕсене ачисене пăхса ÿстернипе пĕрлех ĕçлеме, вĕренме çăмăлрах пултăр тесе тăрăшатпăр. Халĕ вĕсем хăйсен пепкисене опытлă специалист патĕнче хăварма тата ачана кирлĕ мĕнпур хатĕре прокат илме пултараççĕ.

Ăнăçлă çемье - вăйлă регионăн тата пĕтĕм çĕршывăн никĕсĕ. Чăваш енри кашни çемье хăйне хÿтлĕхре туйтăр тата малашлăха çирĕп пăхтăр тесе малалла та активлă ĕçлĕпĕр»,- палăртнă Олег Николаев.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика