Харпăр хăй ĕçне уçма пултарĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2025, 09:50 Просмотров: 23

Чăваш енре «СВОи в бизнесе» çĕнĕ проект ĕçе кĕрет. Вăл - ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене валли хатĕрленĕ тепĕр пулăшу тĕсĕ. Проект фронтран таврăннисене харпăр хăй ĕçне пуçарса яма, ăна ăнăçлă тытса пырса аталантарма пулăшĕ. Ку çĕнĕлĕх СВО зонинчен килнĕ çар çыннисен социаллă адаптацийĕпе çыхăннă программа майĕпе пурнăçланать.

- Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче «Мой бизнес» центрта вĕрентÿ программи старт илет. Кунта СВО ветеранĕсем кирлĕ мĕнпур «инструментсене» илме пултарĕç: вĕренÿ, тÿлевсĕр юридици тата бухгалтери консультацийĕсем, унсăр пуçне ятарлă банк условийĕсене. Опытлă специалистсем ертсе пынипе вĕсене шухăш-ĕмĕтрен пуçласа харпăр хăй ĕçне туллин пуçарса яричченхи «çул-йĕре» утса тухма çăмăлрах пулĕ. Пирĕн тĕллев - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене кашнинех мирлĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, лидер пулса тăма, хăй хыççăн ыттисене хавхалантарса пыма пулăшасси.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика