Уяв умĕн - уй-хирсен сăнавĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.06.2025, 09:50 Просмотров: 127

Ял хуçалăхĕнче çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн уй-хирсен сăнавне ирттересси йăлара. Иртнĕ эрнере те округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертсе пыракан ушкăн хамăр тăрăхри аграри предприятийĕсен тĕрлĕ культурăсене ÿстерекен территорийĕсене пăхса çаврăннă.

Хальхинче те пĕрлехи тĕлпулу пуриншĕн те усăллă пулнине, пĕр-пĕринпе чылай ыйтăва сÿтсе явма май панине палăртаççĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем. Калчасен пахалăхĕ тата уй-хирсен тасалăхĕ кăна мар, хăш хуçалăхра мĕнле культурăсем хăйсене лайăх кăтартни, çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртни, мĕнле удобренисемпе апатлантарни тата ытти те - пĕтĕмпех кăсăклантарнă çĕр ĕçченĕсене.

Уй-хирсенчи лару-тăрăва пăхса тухнă май, акă, хуçалăх ертÿçисем кашниех хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă: çурхисен тата кĕрхисен хăш сорчĕсене суйланине, вĕсен пахалăхĕсем çинчен, мĕнле хими препарачĕсемпе усă курнине каласа панă, çураки вăхăтĕнче çĕре хатĕрлес тата ытти енĕпе те опыта ыттисемпе пайланă.

Пĕрлехи мероприятин тĕп тĕллевĕсен шутĕнче - округри хуçалăхсем хушшинче чи паха, ешĕл уй-хирсене палăртасси те. Çапла майпа çуракине чи ăнăçлă ирттернĕ, калчасен пахалăхĕ чи лайăх хуçалăхсен ячĕсем паллă ĕнтĕ. Вĕсене çурхи ĕçсене пĕтĕмлетекен «Акатуй» уявĕн сцени çинче чыслĕç.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика