Пулăшу мери 30 ытла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.06.2025, 14:49 Просмотров: 29

Чăваш Республикинче ятарлă çар операцийĕн участникĕсем тата вĕсен çемье членĕсем валли 30 ытла регионти пулăшу мери вăйра. Пĕтĕмпе вĕсене ĕçе кĕртме республика хыснинчен 2022-2025 çулсенче 7 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.

Кун пирки Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Ĕç министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх, СВО-ра хутшăнма контракт çыракансене 2025 çултан 2,1 млн тенкĕ республика бюджетĕнчен тÿлеççĕ. Раççей Геройĕ тата Раççей Федерацийĕн орденĕсемпе наградăланă СВО участникĕсене тÿлевсĕр çĕр участокĕсемпе тивĕçтереççĕ. Май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне учетра 211 çын пулнă, вĕсенчен 49-шĕ çĕр лаптăкĕсем илнĕ ĕнтĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен 3,7 пин ытла ачи шкулта 2 хутчен тÿлевсĕр апатланать тата 1,9 пин шăпăрлан ача сачĕсене тÿлевсĕр çÿрет. Çавăн пекех СВО участникĕсен ачисем патшалăх вĕрентÿ организацийĕсенче кружоксене тÿлевсĕр çÿреме тата сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канма пултараççĕ.

Çăмăллăхсем шутĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене транспорт налукĕнчен хăтарни тата вĕсене çурт-йĕр туянма, ĕçе вырнаçма пулăшни те. «Кăçал эпир ĕç вырăнĕсене резервлас проекта пуçларăмăр. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçе илекенсем çар операцийĕнчен таврăннă ветерансене хăйсен ирĕкĕпе ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Хальлĕхе кунашкал 80 договор йĕркеленĕ тата 280 ĕç вырăнĕ хатĕрлесе резервланă»,- палăртнă Ĕç министрĕ.

СВО участникĕсен шкулта вĕренекен 3,7 пин ачи стипенди илет. Унăн виçи 2,5 пин тенкĕпе танлашать. Планра - çакăн пек стипендие техникумсемпе колледжсенче вĕренекен студентсене тÿлесси. Хальхи вăхăтра республика правительствинче документа туса хатĕрлес ĕç пынине пĕлтернĕ Алена Елизарова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика