«Броневик» колхозăн çамрăкĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.06.2025, 14:50 Просмотров: 17

Вылянă чух вăй кĕрет,

Савăннă чух сăн кĕрет.

Ваттисен сăмахĕ.

«Броневик» колхоза йĕркеленĕренпе 95 çул çитнĕ май çамрăксем пирки уйрăм каласа хăварас килет.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн арçынсен шучĕ сахалланса юлнă пирки колхозри йывăр ĕçсем çамрăксен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Ун чухне ача-пăча кашни килтех питĕ йышлă пулнă: çемьере 6-10-шар çитĕннĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче пурте пĕчĕкренех колхозра вăй хунă. Ĕç хыççăн çамрăксем пĕвере шыва кĕрсе уçăлсан, апатлансан урама пухăннă. Кĕçĕнреххисем халăх вăййисене вылянă, аслăраххисем нумайрах спорт тĕсĕсемпе интересленнĕ: çуран чупасси, футбол, волейбол илĕртнĕ. Пĕр мечĕк кăна кирлĕ пулнă, ăна пĕрле укçа пуçтарса туяннă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Галина КРОТКОВА,

хуçалăх председателĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика