Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх, республика бюджечĕ пĕрремĕш хут 100 млрд тенкĕрен иртнĕ. Ун тупăш пайĕ 107,1 млрд тенкĕпе танлашнă, тăкаксен калăпăшĕ - 102,6 млрд тенкĕпе. Ку цифрăсене республикăн финанс министрĕ Михаил Ноздряков Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Уйрăммăн палăртмалла, 2023 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр бюджетăн тупăш виçи 13 млрд тенкĕ чухлĕ ÿснĕ, е 13,8 процент. Харпăр хăй тупăш калăпăшĕ 67 млрд тенке çитнĕ, 11,9 млрд тенкĕ чухлĕ пысăкланнă. Çав шутра налуксем республика «енчĕкне» 19,3 процент ытларах ?60,4 млрд тенкĕ% хушăннине каламалла. Республика бюджетне пырса кĕнĕ инвестици хывăмĕсем те 2,8 процент нумайрах - 12,7 млрд тенкĕ.
Республикăн пĕлтĕрхи бюджечĕн тĕп уйрăмлăхĕсем:
- социаллă ыйтусене татса парассине ытларах тимлĕх уйăрнă*
- экономика отраслĕсене пулăшу парасси ÿснине кура промышленноçăн тата ял хуçалăхĕн хăшпĕр кăтартăвĕсемпе Чăваш ен Атăлçи федераци округĕнче тата Раççейре лидерсен йышне кĕнĕ*
- вырăнти бюджетсене çирĕплетессине малалла тăснă.
Каласа хăвармалла, 2024 çулта 9 шкулăн, 3 ача-пăча сачĕн, 9 спорт объекчĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă инфраструктурăн 45 позицийĕн строительствине пурнăçланă, çурт-йĕр сечĕ аталаннă, социаллă сферăри вуншар объекта проектланă.
Ирина ПЕТРОВА
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
