Пулăшу майĕсем ÿсĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.06.2025, 14:51 Просмотров: 29

- Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, самаях çĕнелнĕскер, медицина ĕçченĕсене чирсемпе мĕнпур тапхăртах ăнăçлăн кĕрешме, республикăра пурăнакансене вара хăйсене кирлĕ медицина пулăшăвне пурăнакан вырăнтан таçта аякка каймасăрах илме май парать.

Кашни муниципалитетра мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем пур, ялсенчи мĕнпур больница валли пациентсене больницăна, е тухтăра пациент патне илсе çитерме 134 единица çăмăл автотранспорт, 861 единица оборудовани, çав шутра 24-шĕ «йывăррисен» йышне кĕрет, туяннă.

400 ытла çынна санитари авиацийĕпе усă курса çăлнă.

Эпир сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн инфратытăмне çĕнетессине унăн мĕнпур виçĕ шайĕнче те малалла тăсăпăр. Сăмахран, малтанхи сыпăка районсен хушшинчи тата республикăри медицина центрĕсен çÿллĕ шайри технологиллĕ майĕсемпе вăйлатăпăр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика