Сывлăха упрама тата кăмăл-
туйăма çĕклеме активлă, хул-çурăм тăтăш хусканура пулни пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ спорт тĕсĕсенчен пурте суйлама пултараканни - çуран утни. Вăл ятарлă хатĕрленĕве, снаряженисене, тăкаксене ыйтмасть. Çавăнпа пĕрле çын сывлăхне пысăк ÿсă кÿрет.
Тăтăш çуран утни:
ура, хул-çурăм, купарча, хырăм мышцисене аталантарса тĕреклетет тата шăмăсемпе суставсене çирĕплетет*
юн çаврăнăшне лайăхлатать, холестерин шайне пĕчĕклетет тата юн пусăмне шайлаштарма пулăшать*
ÿпкен калăпăшне ÿстерет*
калорисене «çунтарма» пулăшать, çавна май кĕлетке йывăрăшĕ чакать*
телей гормонĕсене - кăмăла çĕклекен эндорфинсене - кăларма пулăшать*
пуç мимин ĕçне активизацилет*
вар-хырăм тата пыршăлăх ĕçне лайăх витĕм кÿрет*
пĕтĕмĕшлĕ чăтăмлăха тата пурнăç энергийĕн шайне ÿстерет*
туссемпе тата çывăх çынсемпе пĕрле вăхăта ирттерме, çутçанталăкпа киленме май парать.
Тăтăш çуран çÿрени кулленхи ĕç-пуçран канмалли, шухăшсене йĕркене кĕртмелли, медитацилемелли чи лайăх меслет.
Утма меллĕ вырăнсем - парксем, скверсем, çуран çÿремелли ятарлă вырăнсем. Чи пĕлтерĕшли - утмалли вырăн хăрушсăр тата хăтлă пулни. Утнă чухне хăвăртлăха пĕчĕккĕн ÿстермелле. Çав вăхăтрах сывлама çăмăл пулмалла, хăвăра япăх туймалла мар. Кунне 30 минутран кая мар хăвăрт темппа утмалла.
Паян активлă пулнине тĕрĕслесе тăма йывăр мар. Утассене шутлама телефонсенчи мобильлĕ приложенисем тата фитнес-браслетсем «пулăшаççĕ». Хăвăра çуран утма хăнăхтармалла çеç: май пур пулсан ĕçе, магазина, хăнана тата ытти çĕре. Хваттере лифтпа мар, утса хăпармалла, пушă вăхăтра е каçкÿлĕм уçăлма тухмалла. Ас тăвăр: кашни утăм сирĕн сывлăхшăн.
Елена ЕГОРОВА,
медицина профилактикин врачĕ
Июнь 2025 |