Шупашкара кĕресси чĕр нуша пулса тăчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.06.2025, 14:52 Просмотров: 16

Çак шухăшпа тĕп хулана час-часах çÿрекенсем килĕшеççĕ пуль тетĕп. Мĕншĕн тесен Шупашкара çитесси 14 километр юлсан, хăш чухне маларах та, Сурски çулĕ М-7 трассăпа пĕрлешнĕ вырăн тĕлнелле ?халăхра ăна Чулхула пăрăнчăкĕ теççĕ% нушаллă çул пуçланать.

Çĕршер машина та пуçтарăнса каять Чулхула пăрăнчăкĕ хыççăн хăйăр сехечĕ евĕр ансăрлатнă пĕр километр тăршшĕ çул участокне пула. Вăрнартан Атайкасси текен ял патне çитме сехет ытларах кăна кирлĕ пулсан, Шупашкара вара тата тепĕр сехет ытла «шума» тивет. Астăватăп, пĕр çулхине çакнашкал затор Шупашкартан 37 километрта вырнаçнă Тăрăн ялĕ тĕлĕнчен пуçланнăччĕ. Çавăн чухне, Шупашкара çитме шанчăк çуккине кура, Пăртаса каялла таврăннăччĕ. Аттепе апай килĕ ку ялта пулнăран çакнашкал пăтăрмахпа час-часах тĕл пулма тивет.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ,

республикăри АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика