Республикăра ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен ăмăртăвĕ 41-мĕш хут иртнĕ. Çавăн пекех хастарсем Пĕтĕм Раççейри «Профессире чи лайăххи» конкурсăн «Зоотехник» номинацийĕнче тупăшнă. Ăмăртусем Патăрьел тăрăхĕнчи «Исток» агрофирмăра пынă.
Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн аграри ыйтăвĕсемпе, çутçанталăкпа усă курассипе, экологи ыйтăвĕсемпе тимлекен комитет председателĕ Алексей Шурчанов конкурса хутшăнакансене саламланă май, АПК аталанăвне фермăра тăрăшакансем пысăк тÿпе хывнине палăртнă.
- Шăпах сирĕн ырми-канми ĕçĕре пула агропромышленность комплексĕ регионти апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтерет, малашлăха çул шанчăклăн уçăлать, - тенĕ вăл.
Чăваш ен ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ленар Балтаев, патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин сĕт-çу отрасльне аталантаракансем пархатарлă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетнĕ.
Конкурс ăмăртăва хутшăнакансен ăсталăхне, профессионализмне тата ĕçе чунтан парăннине кăтартать. «Ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх оператор» ята илессишĕн 22-ĕн тупăшнă. Палăртма кăмăллă, республика конкурсĕнче Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари комплексĕнче тăрăшакан Елена Кириллова палăрнă, иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна Ял хуçалăх министерствин хаклă парнипе чысланă.
Хастар доярка республика конкурсĕнче темиçе хутчен те палăрнă. Елена Юрьевна яваплăха туйса ĕçлет, ĕçтешĕсене ырă тĕслĕх кăтартать.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Июнь 2025 |