Маттур, Анна!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.06.2025, 14:55 Просмотров: 280

Ырă хыпар: республикăри 12 çамрăк вырăс чĕлхипе ирттернĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл илнĕ.

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров социаллă сеть урлă саламланă. Чи лайăххисен шутне кĕме пирĕн ентеш те тивĕçнĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухнă Анна Тихонова аслă вырăс чĕлхине питĕ лайăх пĕлнине çирĕплетнĕ, пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл пухнă. Унăн наставник-педагогĕ - Ольга Давыдовна Костянецкая.

Çитĕнÿ пулас выпускниксемшĕн тĕслĕх пулса тăтăр, вĕсене çирĕп пĕлÿ илме хавхалантартăр.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика