Хăюлăх орденĕ - Тăван çĕршыв хÿтĕлевĕнче кăтартнă паттăрлăх, мухтавпа хисеп палли. Çакăн пек хисепе пирĕн тепĕр ентеш те - Вячеслав Михайлович Курсов - тивĕçнĕ. Шел те - çапăçу хирĕнче паттăрла пуçне хунă хыççăн. Кăткăс вăхăтра хăй ирĕкĕпе тăван çĕр сыхлавне тăнă вăл, анчах пурнăçĕ пĕлтĕрхи августра çар тивĕçне пурнăçланă чух татăлнă.
Çирĕплĕхшĕн, чыслăхшăн, Тăван çĕршыва чунтан парăннăшăн ăна Раççей Президенчĕн указĕпе Хăюлăх орденĕпе палăртма йышăннă.
Кĕçнерникун округăн ЗАГС пайĕнче Вячеслав Курсов ячĕпе астăвăм мероприятийĕ иртрĕ. Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Димитрий Осипов мухтавлă салтакăн наградине торжествăлла лару-тăрура унăн ывăлне Александра пачĕ. Ăна вăл ашшĕн паттăрлăхĕпе хăюлăхне яланах асра тытма, унпа мăнаçланма, тĕслĕх вырăнне хума сунчĕ.
Çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе пуçне хунă ентешĕмĕр ячĕпе округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова та ырă сăмахсем каларĕ. Унăн Тăван çĕршыв, тăван халăх хăрушсăрлăхĕшĕн тунă хисеплĕ ĕçĕсем нихăçан манăçа тухмасса палăртрĕ.
Каласа хăвармалла, Вячеслав Михайлович Курсов Пăваялĕнче çуралса ÿснĕ. Кĕçĕн Кипекри шкулта вĕреннĕ, професси пĕлĕвне Шупашкарти строительство техникумĕнче илнĕ. Ĕç-хĕле вăл Çĕнĕ Шупашкарти ГЭС çинче пуçланă, каярахпа тĕрлĕ çĕрте отделка ĕçĕсемпе тимленĕ. Вячеслав Михайлович пурнăçа юратакан, творчествăпа кăсăкланакан çын пулнине палăртаççĕ: ÿкерме кăмăлланнă, музыкăпа интересленнĕ... Унăн ячĕ ытти мухтавлă салтаксен ретĕнче ялан чĕрĕ пулĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Июнь 2025 |