Эпир, Кăмпал ялĕнче пурăнакансем, Малтикас Ялтăрари фельдшерпа акушер пунктĕнче 30 çул ытла вăй хуракан Елена Борисовна Федорован ĕçĕпе питĕ кăмăллă.
Пирĕн Елена Борисовна профессине чăнах та тĕрĕс суйласа илнĕ. Вăл хăйĕн ĕçне юратса, кăмăлласа пурнăçлать. Унран нихăçан та: «Ман паян канмалли кун е эпĕ отпускра, мана ан чăрмантарăр-ха»,- тенине илтмен. Канмалли кун-и, юр-и е çумăр - ниме пăхмасăр кашни çынна вăхăтра пулăшма васкать медицина ĕçченĕ. Фельдшер пунктĕнче кăна çынсене йышăннипе анчах çырлахмасть вăл, ялсем тăрăх ватă, пĕччен çынсем патне хăй укол тума çÿрет. Ватă, чирлĕ çынна мĕнле уттарас-ха/ Елена Борисовна виçĕ ял çыннисене пăхса тăрать. Вĕсене пурне те вăхăтра хăй пулăшăвĕпе тивĕçтерме тăрăшать. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахсемпе те сиплет, кирлĕ пулсан канаш парса та пулăшать.
Çав вăхăтрах вăл килте çепĕç те ĕçчен мăшăр. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ-ши унăн ылтăн аллисем/ Тĕрлеме те, çыхма та, тĕрлĕрен тутлă апат-çимĕç - шăрттан, кукăль, хуплу, сĕт-турăхран тем те пĕр - янтăлама ăста. Унсăр пуçне илемлĕ чечексем çитĕнтерме юратать Елена Борисовна. Кил-çурчĕ, сад-пахчийĕ кăна мар, фельдшер пункчĕ те вăл лартса ÿстернĕ, тĕрлĕ тĕсĕпе куçа илĕртекен чечексен ăшĕнче.
Мăшăрĕпе пĕрле икĕ хĕр çуратса, вĕсене иккĕшне те аслă пĕлÿ парса ура çине тăратрĕç. Кĕçĕн хĕрĕ, Надя, амăшĕн çулĕпе кайнă, медицина ĕçне суйласа илнĕ. Шупашкарта больницăра вăй хурать. Асли, Таня, юридици енĕпе вĕренсе тухнă, халĕ çемйипе Турцире пурăнать.
Эпир Елена Борисовнана çывхарса килекен Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе чĕререн, ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Пархатарлă кун-çул, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, пысăк хавхалану, улăпăнни пек çирĕп сывлăх, тăнăçлăх тата телей сунатпăр. Ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Тавтапуç сире, Елена Борисовна, ырă кăмăлăршăн, тараватлăхăршăн, эсир пурришĕн!
Саламлаканĕсем -
Кăмпал ялĕнчи Надеждăпа Валера Кураковсем
Июнь 2025 |