Çĕнтерÿçĕ - Орешкинсен çемйи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.06.2025, 13:31 Просмотров: 31

Хăш çемье финанс ăслăлăхĕ çинчен ытларах пĕлет/ Е тата

укçа-тенке страхласси, ăна инвестицие хывса тупăш илесси пирки/ Унсăр пуçне, ултавçăсен схемисене пĕлеççĕ-и, мушенниксен серепине лекесрен сыхă-и/ Çак ыйтусем çине Перекетпе инвестицисен çемье фестивалĕ хурав панă.

Унăн муниципаллă тапхăрĕ вырсарникун Вăрнарти тĕп библиотекăра иртнĕ. Тĕрĕссипе вара, конкурс интереслĕ ăмăртăва кăна мар, туслăх, тавракурăмлăх уявне çаврăннине палăртмалла. Округри çемьесем ку хăйнеевĕрлĕ финанс вăййине кăсăклансах, питĕ хастар хутшăннă.

Апла пулин те конкурсантсене мĕнпур заданисене «шĕкĕлчеме» çăмăлах килмен. Шутлама пĕлни, çемье бюджетне тухăçлă йĕркелесси, тупăшсемпе тăкаксене шайлаштарас ăсталăх, çухатусемпе хăрушлăхсене сиресси... - тем тĕрлĕ пĕлÿ те кирлĕ пулнă.

Çемьесем виçĕ тĕрĕслев тапхăрĕ витĕр тухнă: «Малашлăха инвестицисем хыв!» интерактивлă калькулятор, «Укçа-тенкĕ страхлавĕ - пуласлăх пирки шутлани» квиз тата «Асăрханăр: суя брокер» финанспа хăрушсăрлăх конкурсĕ. Ку кăткăс заданисене пурнăçласа пур команда та аван результатсем кăтартнă: тавçăрулăхпа, финанс ыйтăвĕсене лайăх ăнланнипе палăрнă. Конкурсантсен ĕçне жюри тимлĕ хакланă: ун йышĕнче - Вăрнар округĕн администрацийĕн финанс пайĕн тата Россельхозбанкăн вырăнти уйрăмĕн сотрудникĕсем.

Финанс ăмăртăвне хутшăннă çемьесем дипломсене тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсем вара - Орешкинсем - Вăрнар округĕн чысне Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн республика тапхăрĕнче хÿтĕлĕç. Пултаруллă çемьене унта та малтисен йышне кĕме ăнăçу сунатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика