Паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 08:35 Просмотров: 31

Ман мăн асатте Гаврил Спиридонович Спиридонов Хирпуç ялĕнче 1923 çулта августăн 2-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1942 çулта ăна вăрçа кайма ят тухнă. Ун чухне вăл Кульцаври шкулта 10-мĕш класра вĕреннĕ.

Военкоматра комисси тухнă хыççăн мăн асаттене Удмурт республикинчи Воткинск хулине Хĕрлĕ Çар валли командирсене ?лейтенантсене% хатĕрлекен пехота училищине вĕренме янă. Вăрçă пынă пирки виçĕ çул вĕренмелли программăна 6 уйăх таран кĕскетнĕ.

1942 çулхи август пуçламăшĕнче курсантсемпе пĕрле Гаврил Спиридоновича фронта янă. Вĕсен çулĕ çăмăл пулман. Каспи тинĕсĕнче баржăпа пынă чухне салтаксем бомбардировка айне лекнĕ. Курсантсем тинĕс карапĕ çине куçса ларса Махачкала хулине тĕрĕс-тĕкелех çитнĕ. Махачкаларан Моздок хули çывăхне, 136-мĕш ятарлă бригадăна лекнĕ.

Сентябрьте батальон наступление куçнă. Юнлă çапăçура снаряд ванчăкĕ мăн асаттен сулахай пĕççине аматнă. Махачкала тата Баку хулисенче сипленнĕ хыççăн вăл Грузи республикинче вырнаçнă вĕрентÿ батальонĕнче çар пĕлĕвне тарăнлатнă, аслă сержант званине тивĕçнĕ. 164-мĕш стрелоксен ятарлă бригадин шутĕнче малти позицисенче çапăçнă.

1943 çулхи сентябрьччен полк хÿтĕлевре тăнă. Гаврил Спиридонович миномет наводчикĕ пулнă. Хаяр çапăçусем пынă. Нимĕç самолечĕсем пуçа çĕклеме паман, кашни кунах ир пуçласа каçченех бомбăсем тăкнă.

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче мăн асатте тепĕр хут аманнă, снаряд ванчăкĕ унăн сылтăм аллине «çĕмĕрнĕ». Сочири госпитальте 3 уйăх таран сипленнĕ хыççăн вăл Крыма ирĕке кăларассишĕн çапăçнă.

1945 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче Гаврил Спиридонович взвочĕ Кенигсберг хули патĕнче наступленире пулнă. Ку хутĕнче мина салтакăн сулахай ура тупанне касса татнă. Суранĕ питĕ йывăр пулнă, мăн асатте Тăван çĕршыва хÿтĕлесе инвалид тăрса юлнă. Çĕнтерÿ кунне вăл госпитальте кĕтсе илнĕ.

Вăрçăри паттăрлăхĕшĕн тата хăюлăхĕшĕн ăна Хĕрлĕ Ялавăн виçĕ орденĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе ?1степень% тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Хăюлăхшăн» тата ытти чылай медальсемпе наградăланă.

Тăван яла таврăнсан мăн асатте шкулта историпе географи учителĕнче вăй хунă, «Чăваш Республикин Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 2011 çулта Тăван çĕршывăн паттăр салтакĕ пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Унăн паттăрлăхĕ яланах пирĕн асăмăрта.

Сергей Спиридонов,

Вăрнарти 2-мĕш шкул

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика