2020-2024 çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарма 145 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕн 70 процентне çынсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшÿллĕн тăкакланă.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов отрасль аталанăвĕ пирки каланă май, диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевне явăçтарнă çынсен шучĕ ÿссе пынине те палăртнă. 2024 çулта 900 пин ытла çын çак тĕрĕслеве хутшăннă. Ку вăл республикăра пурăнакансен 80: яхăн.
Медицина учрежденийĕсен кивĕ çурчĕсем чаксах пыраççĕ. Паллах, çĕнĕ çуртсен шутĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем сахал мар.
Çĕнĕ фап-сем çулленех çĕкленеççĕ. Унпа пĕрлех кашни çулах республикăри тĕрлĕ ялта пурăнакан 100 пин ытла çын патне тĕрĕслев ирттерме куçса çÿрекен медицина комплексĕсем – фельдшерпа акушер пункчĕсем – çула тухаççĕ.
2020-2024 çулсенче республикăри яллă вырăнти больницăсене инçе вырнаçнă ялсене тухса çынсене пулăшу пама пурĕ 134 автомашинăпа тивĕçтернĕ. Вĕсем çулсеренех вăтамран пурĕ 30 пин ытла хутчен çула тухнă.
Çул-йĕр çинче инкеке лекнисене тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăранисене пулăшма районсем хушшинчи центрсем валли вертолет площадкисем йĕркеленĕ. Санитари авиацийĕ пурри ку таранччен йывăр суранланнă тата хăвăрт пулăшу кирлĕ пурĕ 400-е яхăн çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май панă.
Вертолетпа кĕске вăхăтрах çынсене Шупашкара çитерессине «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн палăртнă. Тăкаксен пĕр пайне федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев санавиаци тăкакĕсен пысăк пайне республика бюджетĕнчен тивĕçтерме хушнă.
Июль 2025 |