Аçăмçырми Ялтăра, Юманай Ялтăра, Уйкас Ялтăра... Ялтăра ялĕсем - пĕтĕмпе 10 ытла. Ялтăра - ял тăрăхĕ тесе ăнлантараççĕ чăвашсем.
Çапла калани пире савăнтарать. Эпир кунпа мухтанатпăр та. Халăхра - вăй, теççĕ чăвашсем. Туслăх пире вăй парать. Чăнах та, пурнăçра такампа та калаçма, чуна уçма тивет, уйрăмах журналист ĕçĕнче. Хăй вăхăтĕнче Аçăмçырми тăрăхĕнче пурăнакансенчен йĕркеленĕ коллектив таврара ырă ятраччĕ. Хамăрăн пултарулăха Вăрнар районĕнчи ялсенче кăна мар, Элĕк салинче те, унти ялсенче те чылай кăтартнă.
Çыннисем маттур. «Халăх хорĕ» ята хÿтĕлени асрах. Чун хумханать, чĕре кăлт-кăлт тапать. Хаклавçăсем Шупашкар хулинчен, министерствăран Элĕк салине пысăк автобуспа килчĕç.
Сцена çинче хамăра тивĕçлĕ кăтартрăмăр. Аçăмçырми халăхĕ, çывăхри ялсенче пурăнакансем савăнаççĕ. Пирĕн коллектива сумлă ят пачĕç. Ушкăна Аçăмçырми шкулĕнче тимлекенсем те чылаййăн çÿретчĕç. Ял çамрăкĕсемпе мĕн чухлĕ концерт лартман пулĕ! Çынсем пĕр-пĕринпе туслă пулни пысăк пулăшу парать, ĕçĕ те ăнса пырать.
Эпĕ икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, çавăн пекех Шупашкарти музыка училищине вĕренсе пĕтертĕм. Музыка училищинче юрăсем çырма пуçларăм. Унти преподавательсем мана нотăсем хывма вĕрентрĕç. Юрăсене паянхи кун та çыратăп. Вĕсем «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра та чылай пичетленнĕ. Паян та вулакансене юрă сĕнетĕп. Çĕнĕ юрăсем кашни клубра, культура çуртĕнче ĕçлекенсене кирлĕ.
Геннадий ЮМАНАЙ
Июль 2025 |