Программа вăя кĕнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 08:43 Просмотров: 16

Чăваш енре «Время СВОих» программа ĕçлеме пуçланă. Вăл «Время героев» федераллă программа йĕркипе пурнăçланать.

Унта хутшăнма кăмăл тăвакансем чылаййăн пулнă. Регионти тапхăра ятарлă çар операцине хутшăннă 33 çынна суйласа илнĕ. Вĕсем хушшинче патшалăх наградине пĕрре кăна мар тивĕçнисем те пур. Участниксем çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă, тестированипе собеседовани вăхăтĕнче стратегилле шухăшлама, стресла лару-тăрура тĕрĕс йышăну тума, кăткăс ыйтусене кĕске вăхăтра татса пама пултарнине кăтартнă. Çак енсем вĕсене патшалăх службинче, ертÿлĕхре тата мирлĕ пурнăçри проектсенче лидер пулма пулăшĕç. Вăйлă, ăслă, тăван çĕре чунтан парăннă, çар службинче палăрнă паттăрсем çĕршыва аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хывма пултарĕç. Резервра тата 39 çын. Вĕсене ятарлă çар операцинчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн çак программăпах вĕрентĕç, ĕçпе тивĕçтерĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика