Çĕршыв хÿтĕлевçисен çемйисене - çăмăллăхсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.07.2025, 08:44 Просмотров: 17

Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕ çар службине призывпа тата мобилизаци йĕркипе тăнă граждансен çемйисене тĕрлĕ социаллă пособисемпе тивĕçтерет. Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:

призывпа службăра тăракан çар çыннин çие пур мăшăрне пĕр хутчен тÿлекен пособи, ун виçи 42665 тенкĕ*

призывпа службăра тăракан çар çыннин ачишĕн кашни уйăхра тÿлекен пособи. Ăна ача виçĕ çул тултариччен тÿлеççĕ, анчах ашшĕ çар службинче тăнă вăхăтра çеç. Тÿлев виçи 18285 тенкĕпе танлашать. Укçа-тенке илме служба вĕçленсен 6 уйăхран кая мар çырмалла.

Ку пособисене йĕркеленĕ чухне çемьен тупăшне тата илсе тăракан ытти пособисене шута илмеççĕ.

Мобилизаципе çар службинче тăракансен çемйисене пĕрлĕхлĕ пособипе ?ачасемшĕн тата çие пур хĕрарăмсене% ансат йĕркепе тивĕçтереççĕ, тупăша пăхмаççĕ. Ăна 6 уйăхлăха палăртаççĕ. Срок тухсан тепĕр хут тăсма май пур.

Заявленисене Социаллă фондăн уйрăмĕн клиент службинче, нумай функциллĕ центрта е Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче памалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика