Чăваш енре амăшĕн капиталĕнчен тÿлеве кашни уйăхра 904 çемье илсе тăрать. Укçа-тенке сертификат хуçин картти çине куçараççĕ.
Пособине амăшĕн капиталĕпе усă курман е ăна пĕтĕмпех пĕтермен çемьесен илме право пур. Тĕп условисенчен пĕри - çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк 2 виçерен ытлашши пулмалла мар. Пĕр çыншăн - 30856 тенкĕрен ытла мар.
Тупăш шутне ĕç укçи, премисем, социаллă пособисем, алиментсем, стипендисем, укçа-тенкĕ компенсацийĕн уйрăм тĕсĕсем кĕреççĕ. Пурлăха тата ашшĕ-амăшĕ ĕçленине е ĕçлеменнине пăхмаççĕ.
Тÿлев виçи регионта ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашать. Чăваш Республикинче - 14965 тенкĕпе. Ăна ача виçĕ çул тултариччен параççĕ.
Кирек хăш вăхăтра тÿлеве пăрахăçлама пулать. Социаллă фонд уйрăмне кун пирки заявлени ямалла çеç.
Июль 2025 |